Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шӗкӗр-элем (Купрат патша)

Элем — мала чӗнекен ялав. Элем йӑтакан ҫын тӑшмак хурри пулас ҫук.
Авал ҫырса хӑварни.

Эрпелӗхре паян туп-тулли халӑх. Кунта вӗренекен ҫарпуҫӗсемпе тиккисем ҫеҫ мар, пӳлерсемпе техревсем кӑна мар, вӗсемпе пӗрле пулас ҫулпуҫсем те, ватӑ шахчисем те, кирлӗ пӗлӳ илсе, тӑван пӑлхар халӑхне йӗри-тавраран хаяр тискер кайӑксем пуҫтарӑннӑ пек шӑл хӑйраса тӑракан тӑшмансенчен епле хӳтӗлеме пултарнине пӗлес текенсем чылайӑн пуҫтарӑннӑ.
Эрпелӗх — питӗ пысӑк ҫавра ҫурт. Унта икӗ алӑкпа кӗме пулать. Пӗри — асалӑк, вӑл эрпелӗхре вӗренекенсем е унта пырса ҫӳрекенсем кӗмелли алӑк. Тепри — тейун, ӑна патша
килнӗ чухне ҫеҫ уҫаҫҫӗ. Патша эрпелӗхе килсен, нукерсем тейунӑн шал енне те, тул енне те тӑраҫҫӗ, кам та кам ҫавӑн чухне унта пыма хӑтланать, ӑна нимӗн сӑмах каламасӑрах
ҫӗмренпе персе вӗлереҫҫӗ.
Тейунран шаларах — улӑпал, шаралсен вырӑнӗ. Ӑна ҫӗр хӑпартса тунӑ, ҫавӑнпа кашни шарала чи хыҫалти мӳрет та яланах питӗ лайӑх курма пултарать.
Улӑпалра паян виҫҫӗн: варринче — аслӑ патша Купрат хӑй, унӑн сылтӑм енче — тӗнчипе чапа тухнӑ ҫарпуҫӗ Кӑрӑмкул-ӗмпӳ, сулахай енче — ватӑ ӑсчах Метте. Паян шаралсем эрпӗлехре вӗренсе пӗлӳ илнӗ маттурсене тӗрӗслеҫҫӗ, пӗтӗм халӑх умӗнче тем тӗрлӗ ыйтусем парса ӑс-тӑнне, тавҫӑруллӑхне, пултаруллӑхне палӑртаҫҫӗ.
Эрпелӗх — Купрат патшан чаплӑран та чаплӑ пӗлӳ ҫурчӗ. Ӑна вӑл пилӗк ҫул каялла уҫнӑ. Купрат хӑй самаях ҫулланнӑ ҫын, кӑҫал аллӑ иккӗ тултарать. Ҫапах та ҫирӗп, никам та ӑна ҫав ҫулсенче тесе калас ҫук. Купратӑн кӑмӑлӗ паян лайӑх. Те мӳретсем ӑста пулнипе, те ҫанталӑкӗ хитре те хӑтлӑ тӑнипе?.. Ҫук, паян Купрат хӑй ӗмӗтленни, хӑй тӑрӑшни ҫитсе пынине курса савӑнать.
Мӳретсем вуннӑн, Купрат вӗсене пурне те лайӑх пӗлет. Акӑ, Кӑрӑмкул-ӗмпӳ ывӑлӗ — Айтул. Ашшӗнех хунӑ пулмалла: ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ, нумай калаҫма юратмасть, кирлӗ чухне кирлӗ сӑмах тупма яланах пултарать. Паян та, акӑ, шаралсем мӗн ыйтнине пӗтӗмпех питӗ тӗплӗн хуравларӗ. Маттур, пыра-киле ашшӗ вырӑнне тӑрса, пӗтӗм пӑлхар халӑхне инкек-синкекрен сыхлама чӑннипех те пултарать... Унпа юнашар — Теккипел; шӑчӑ пек вӑрӑм пӳсиллӗ, ҫӑра сухаллӑ ҫамрӑк. Ятсӑр-сумсӑр ямахатран. Питӗ паттӑр та ӑслӑ мӳрет, хӗҫпе ҫапӑҫас ӑсталӑхӗпе паян пурне те тӗлӗнтерчӗ.
— Кӑтра-паттӑр, сана чӗнетпӗр!
Метте сасси Купрата шухӑшсенчен пӑрчӗ.
Кӑтра — кӑнар-тикки, вӑтам пӳллӗ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ, чакӑр куҫлӑ ҫамрӑк. Кӑҫал вӑл ҫирӗм пӗрре тултарать, Метте хӑйне чӗннине илтсессӗнех улӑпал тӗлне тухрӗ. Ҫине кӑвак йӗм, хӗрлӗ тӗккев, тӗккев ҫинчен ялтӑраса тӑракан кӳпе тӑхӑннӑ, уринче — ҫеп-ҫемҫе юхтӑ атӑ. Вӑл ҫара пуҫӑн, ҫӳҫӗ унӑн чӑнах та кӑтра, сухалӗ — сарӑ, самаях вӑрӑм.
— Эсӗ — кӑнар-тикки, ҫавӑнпа санран эпир нумайтарах та ыйтӑпӑр, — терӗ Метте, улӑпал патне тухса тӑнӑ ҫамрӑка саламласа. — Сывлӑху мӗнле?
— Парспа кӗрешме те хатӗр, — ӑшшӑн кулса хуравларӗ Кӑтра.
— Ҫук, хӗҫпе мар, ҫара алӑпа.
— Питӗ аван, — кӑмӑллӑ пулчӗ Метте, унтан хуллен ҫапла каларӗ: — Пӑлхар халӑхӗ - пӗлӳллӗ халӑх. Каларӑмӑр ӗнтӗ: эсӗ — кӑнар-тикки, ҫав пӗлӗве чи малтан санӑн упрамалла. Каласа пар-ха пире: мӗнле йӑхран-шывран эпир? Тӑхӑмӑрӑмӑр мӗнле?
— Ытла нумай каламалли, — тӗлӗннӗ пек пулчӗ Кӑтра. — Пӑлхар халӑхӗн тӑхӑмӗ пин-пин ҫула тӑсӑлать. Пурне те каламалла-и?
— Пирӗн васкамалли ҫук. Кала. Эпир итлӗпӗр.
Кӑтра-паттӑр патша шухӑшне пӗлес тенӗ пек ашшӗ ҫине пӑхса шчӗ. Анчах Купрат ӑна курман пек пулчӗ.
— Эпир артак халӑх, — сӑмахне пуҫларӗ вара Кӑтра. — Пирӗн тӑхӑм мӗн авалран артак пурнӑҫшӑн тӑрӑшнӑ. Анчах пирӗн халӑхӑн пурнӑҫӗ пӗрре те ҫӑмӑл пулман. Ҫавӑнпа пӑлхарсен сӗм авалран хӑйсен ирӗклӗхне сыхламалла пулнӑ. Акӑ, темиҫе ҫӗр ҫул каялла пирӗн мӑн асаттесем перссемпе (мити халӑхӗпе) кӗрешнӗ. Ун чухне пирӗн мӑн асаттесене хӑшпӗр халӑхсем массакет тесе чӗннӗ. Массакет-пӑлхарсен ун чухне ытарайми хитре те, сӑмахпа калама ҫук маттур хӗр-патша пулнӑ. Ӑна Тамарислу тесе чӗннӗ. Перссен патшине Кир тесе чӗннӗ. Кир массакет-пӑлхарсен патшине Тамарислӑва качча илессишӗн ҫуннӑ пулнӑ. Анчах Тамарислу ӑна качча тухма килӗшмен, мӗншӗн тесен, мити патши Кир усал та тискер ҫын пулнӑ, вӗҫӗ-хӗррисӗр таврари ҫӗрсене ҫаратса пурӑннӑ. Тамарислу хӑйне качча тухма килӗшменнине пӗлсессӗн, Кир массакет-пӑлхарсен пӗтӗм ҫӗрне кӗллентеретӗп тесе тупа тунӑ та чикӗ пулса тӑракан шыв урлӑ кӑҫма тытӑннӑ. Тамарислу вара Кира ҫыру янӑ.
— Ҫырура мӗн ҫырнине астӑватӑн-и? — кӑсӑкланса ыйтрӗ Метте.
— Астӑватӑп, — сассине улӑштармарӗ Кӑтра. — Унта ҫапла каланӑ: «Мити патши, хӑвӑн шухӑшна улӑштар... Енчен те эсӗ, массакетсене тапӑнасах тесессӗн, шыв урлӑ пирӗн енне лӑпкӑнах каҫ. Эпир, сана кансӗрлес мар тесе, хамӑр ҫӗршыв чиккинчен виҫӗ кун каймалӑх ҫул туса, пӑрӑнса тӑрӑпӑр. Кайран, эпир сирӗн енне каҫас тесессӗн, эсир те пире ҫапла каҫма ирӗк парӑр...»
— Тӗрӗс, пӗтӗмпех астӑватӑн, — савӑнчӗ Метте. — Каҫар, ачам. Атя, малалла кала.
— Малалла мӗн калас ӗнтӗ. Сӗмсӗр Кир массакет-пӑлхарсене пӗтересех тенӗ. Анчах пирӗн мӑн асаттесем вӗсен чури пулас темен. Чылайччен питӗ хаяррӑн кӗрешнӗ хыҫҫӑн, пӗр пысӑк ҫапӑҫура, Тамарислу ертсе пынипе, вӗсем перссен ҫарне пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкаҫҫӗ. Кир хӑй те ҫав ҫапӑҫура пуҫне хурать. Тамарислу нукерӗсем вара ун пуҫне касса илеҫҫӗ те, «эсӗ — юншӑнччӗ, акӑ, чыхӑн!» тесе, ӑна юн тултарнӑ сӑран миххе чыхса чикеҫҫӗ.
— Ун чухне массакет-пӑлхарсем ӑҫта пурӑннӑ? Ҫак ҫӗрсем ҫинчех-и?
— Ҫук. Вӗсем Хӑвалан тинӗс леш енче, мальенче пурӑннӑ. Ку еннелле вӗсем чылай-чылай ҫул иртсен, хунсен йӑхӗсемпе пӗрле куҫса килнӗ.
— Тӗплӗнрех каласа пар-ха ҫакна, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Купрат. Вӑл ывӑлӗ каласа панине тӗплӗн итленӗ иккен. — Массакет-пӑлхарсенчен мӗнле майпа хунсен пулса тӑнӑ вӗсем?
Ашшӗ те калаҫӑва хутшӑнни Кӑтрана савӑнтарчӗ.
— Пӑлхарсем нихӑҫан та пӑлхар пулма пӑрахман, — терӗ Кӑтра. — Массакет-пӑлхарсем, скифсем пек, куҫса ҫӳрекен халӑх пулнӑ. Авал та, халӗ те, куҫса ҫӳрекен халӑхсем, вӑхӑт-вӑхӑт, тӗрлӗ сӑлтава пула, пӗрлешеҫҫӗ те тӗрлӗ ҫӗрелле куҫса пыма тытӑнаҫҫӗ.
— Мӗнле сӑлтава пула? Тӗплӗнрех кала-ха...
— Куҫса ҫӳрекен халӑхсем выльӑх-чӗрлӗх нумай тытаҫҫӗ. Вӗсене, кӗтӳ кӗтме, ҫӗр нумай кирлӗ. Вӑхӑт-вӑхӑт ҫанталӑк улшӑнать. Шӑрӑх пуҫланса каять. Курӑк ӳсми пулать. Ун пек чухне вара куҫса ҫӳрекен халӑхсен ирӗксӗрех кӗтӗвӗсене урӑх ҫӗрелле хуса каймалла пулса тухать. Урӑх ҫӗрте урӑх халӑхсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсене ҫӗнтерес тесен, пысӑк вӑй кирлӗ. Ҫавӑнпа вара тӗрлӗ йӑхсем, халӑхсем пӗрлешме тытӑнаҫҫӗ... Тепӗр чухне тата ытти халӑхсем тапӑнса килнине чӑтаймасӑр та хӑшпӗр куҫса ҫӳрекен йӑхсемпе халӑхсем пӗрлешни пулать... Хунсем тесе эпир пӗр халӑха ҫеҫ каламастпӑр. Хунсен патшалӑхне темиҫе халӑх кӗнӗ. Вӗсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫнӑ. Вӗсене пӗр патшалӑха пӗрлештерекенни Аттил пулнӑ. Вӑл пирӗн пӑлхарсемпе пӗр чӗлхеллӗ хун халӑхӗн патши пулнӑ.
— Чӑн-чӑн паттӑр нукерӗн мӗн-мӗн пулмалла? — ыйтрӗ халиччен те нимӗн чӗнмесӗр ларнӑ Кӑрӑмкул-ӗмпӳ.
— Чӑн-чӑн нукерӗн пилӗк кӑрал пулмалла, — хыттӑн хуравларӗ Кӑтра. — Хӗҫ, айпӑлта, сӑнӑ, ухӑ тата укрӑк.
— Авалхи массакет-пӑлхарсем сӗмсӗр Кира ҫӗнтернине питӗ лайӑх класа патӑн, — ырларӗ ӗмпӳ ҫамрӑка. — Кала-ха, Эскемер ҫав перссен Дарий патшине ҫӗнтернине пӗлетӗн ӗнтӗ. Эскемер мӗнле ҫӗнтернӗ? Ҫар йышӗпе-и?
— Ҫук, — тӳрех хуравларӗ Кӑтра. — Эскемер ҫар йышӗпе ҫӗнтермен. Хӑшпӗр ҫапӑҫусенче Эскемер ҫарӗн йышӗ перссенчен ик-виҫӗ хут та сахал пулнӑ. Эскемерӗн ҫар йӗрки, ҫапӑҫу меслечӗ вӑл вӑхӑтшӑн никам ҫӗнейми пулнӑ.
— Тӗплӗнрех ӑнлантарса пар, — хушрӗ ӗмпӳ.
— Эскемер ҫарӗн тытӑмӗ — фаланга. Ӑна Александр ашшӗ Иккӗмӗш Филипп шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫав ҫар йӗркинче нукерсем сакӑр е вунултӑ ӗрете тӑрса тухаҫҫӗ. Малти ӗретри нукерсен сӑннисем икӗ метр тӑршшӗ. Иккӗмӗш ӗретрисен сӑннисем самаях вӑрӑм. Вӗсен сӑннисен вӗҫӗсем, нукерӗсем каярах тӑраҫҫӗ пулсассӑн та, малти ӗретри сӑнӑсен вӗҫӗсемпе шайма шай. Виҫҫӗмӗш ӗретри нукерсен сӑннисем вара иккӗмӗш ӗретрисеннисенчен те вӑрӑмрах. Вӗсен сӑнни вӗҫӗсем те пӗрремӗш ӗретрисеннипе пӗр шайрах темелле. Тӑваттӑмӗш ӗретри нукерсен сӑннисем тата вӑрӑм. Пиллӗкмӗш ӗретрисен вара тата та вӑрӑм. Улттӑмӗш ӗретри нукерсен сӑннисем вара ултӑ метртан та иртеҫҫӗ. Ҫиччӗмӗшпе саккӑрмӗш ӗретрисен сӑннисем тата та вӑрӑмрах. Ҫапла вара сакӑр ӗретри ҫарҫыннисен сӑннисем тӑшман ҫине пӗр харӑс тапӑнса кӗреҫҫӗ... Фаланга умӗнче — ҫӑмӑл хӗҫпӑшалланнӑ эккелсем. Вӗсем, ҫапӑҫу пуҫланас умӗн, хӑйсен пӑрпикӗсене ывӑта-ывӑта тӑшмана тарӑхтараҫҫӗ, кайран, лешсем урса кайса тапӑнма тытӑнсан, фаланга хӳттине пытанаҫҫӗ. Фалангӑри нукерсен сулахай аллинче — вӑрӑм питлӗх. Унпа вӗсем тӑшман ҫӗмренӗсенчен тата пӑрпикӗсенчен хӳтӗленеҫҫӗ.
— Фалангӑн мӗнле те пулин ҫитменлӗхӗ пур-и? — ыйтре Купрат.
— Пур, — тӳрех хуравларӗ Кӑтра-паттӑр. — Вӑл хӑвӑрт ҫаврӑнма, аяккинчен пырса тапӑннине хирӗҫ кирлӗ пек ҫапӑҫма пултараймасть. Ҫавӑнпа ӑна икӗ енчен те утлӑ ҫар хӳтӗлесе пымалла пулнӑ.
Пӗр тапхӑра урӑх ыйту паракан пулмарӗ. Эрпелӗхре шӑплӑх тӑчӗ.
— Тата ыйтусем пур-и? — патша ҫине пӑхса, ҫитет ӗнтӗ, ачана тертентерер мар, тенӗн ыйтрӗ Метте.
— Пур, — ҫакна сисмен пекех пулчӗ Кӑрӑмкул-ӗмпӳ. — Астӑватӑн-и, Кӑтра, мӗнле ҫапӑҫура-ха, Эскемер патне массакет-пӑлхар ҫарпуҫӗ тыткӑна лекет. Эскемерпе вӗсем мӗн пирки калаҫаҫҫӗ.
— Ку вӑл Гавгамел патӗнчи ҫапӑҫу хыҫҫӑн пулнӑ, — хуравларӗ Кӑтра. — Ун патне массагетсен ҫамрӑк ҫарпуҫӗ тыткӑна лекнӗ. Вӑл питӗ хастар, маттур пулнӑ. Ҫакна курса-ши, Александр хӑй фалангипе мухтанса калаҫма тытӑнать.
«Дарий вырӑнӗнче эпӗ пулнӑ пулсан, сан фалангуна ним юлми ҫӗмӗрсе тӑкаттӑм», — тет массагет.
«Мӗнле майпа?» — тӗлӗнсе ыйтать Александр.
«Уҫӑ хирте хам утлӑ ҫарпа ҫавӑрса илеттӗм те», — тет массагет.
«Эпӗ сана ҫӗмӗрсе тӑкаттӑм», — ҫирӗппӗн калать Александр.
«Ҫук, эпӗ санпа уҫҫӑн ҫапӑҫмастӑм. Юланутсемпе сан фалангу тавра ҫаврӑнса ҫеҫ ҫӳреттӗм, ухӑпа переттӗм, пӑрпик ывӑтаттӑм. Эсӗ тапӑнма тытӑнсан, чакса каяттӑм. Сан фалангуна ывӑнтарса ним ҫапӑҫайми тӑваттӑм.»
— Тӗрӗс каланӑ-и вара ҫав массагет ҫарпуҫӗ?
— Тӗрӗс, — тӳрех хуравларӗ Кӑтра. — ҫавӑн пек меслетпе ӗнтӗ каярахпа перссем римсен ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкаҫҫӗ.
— Эппин, ҫарпуҫне чи кирли мӗскер-мӗскер тесе шутлама пулать?
— Чи кирли — хӑюллӑх, чи кирли — нихӑҫан та пуҫа усманни. Тӑшман тупнӑ ҫӗнӗлӗхе хирӗҫ хӑв мӗскер те пулин шухӑшласа кӑларма пӗлни. Акӑ, эпир, пӑлхарсем, тӑшман ҫине мӗнле тапӑнса пыратпӑр-ха?.. Эпир...
Анчах Кӑтра хӑй шухӑшне каласӑ пӗтереймерӗ: асалӑк енчен кӑшкӑрашни, аслӑ патшана чӗнни илтӗнсе кайрӗ. Ҫавӑнтах теккерсем алӑк чаршавне сирсе ывӑтрӗҫ, эрпелӗхе ертелей васкаса кӗчӗ те улӑпал патне пырса пуҫ тайрӗ.
— Аслӑ патша, — терӗ вӑл Купрата. — Васкавлӑ хыпар!.. Тан-шыв хӗрринчи чӑвашсем ҫине каллех аварсем килсе тапӑннӑ. Мальенчи ҫар юнлӑ ҫапӑҫура. Хахайтҫӑ килсе ҫитнӗ.
— Илсе кӗрӗр! — сассине нимӗн улӑштармасӑр хушрӗ Купрат. Ертелей, теккерсене хушса, аллине сулчӗ.
Эрпӗлӗхе ҫавӑнтах юнланса пӗтнӗ хахайтҫӑ чупса кӗчӗ.
— Аслӑ патша! — улӑпалри патша патне чупса пырса кукленсе ларчӗ вӑл. — Эй, Купрат-элтепер!..
— Кала! — кӗскен ҫеҫ хушрӗ Купрат.
— Пысӑк инкек! — кӑшкӑрса ячӗ хахайтҫӑ. — Аварсем каллех юнлӑ вӑрҫӑпа килсе кӗчӗҫ.
— Йышлӑн-и?
— Хура пӗлӗт пек. Пӗтӗм авар халӑхӗ. Ханӗпе пӗрле.
Пӑсӑрлансем ҫапӑҫура-и?
— Талккишпе вӑрҫӑ пырать. Пӗтӗм Таншыв тӑрӑхӗ вутра. Чӑвашсем пурте ҫапӑҫу хирӗнче. Уйрӑмах сӑкӑтсем йышлӑн пӗтрӗҫ.
Купрат ури ҫине сиксе тӑчӗ. Сарлака хул-ҫурӑмлӑ, яштака та ҫӳллӗ пӳ-силлӗ, ҫивчӗ куҫлӑ, тӑваткӑлтарах питлӗ, вӑл пӳрне те халӗ ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр улӑп пек курӑнчӗ. Ҫакна асӑрхаса, пурте ӑнланчӗҫ: пысӑк ӗҫсем пуҫланмалла, пӑлхарсем харҫа тухаҫҫӗ.
Шӗкӗр-элем! — хыттӑн кӑшкӑрчӗ Купрат патша.
— Аслӑ патша, — Купрат ҫумне пырса тӑчӗ Кӑрӑмкул, — ку вӑл аслӑ вӑрҫӑ пуҫланине пӗлтерет. Тен, ӗмпӳ-элем те ҫитетчӗ пуль.
— Ҫук, — кӗскен ҫеҫ хирӗҫлерӗ Купрат. — Тӑшман мӑшкӑлне чӑтса ҫитет. Ӑна тӗппипех тӗп тумасӑр Шӗкӗр-элем Таман турхана килес ҫук.
Тулта кӗмӗл нӑхра сасси илтӗнсе кайрӗ. Тейун чаршавне сирсе пӑрахрӗҫ. Эрпӗлехре сивӗ пулса кайрӗ, ҫил вӑркӑшма тытӑнчӗ. Урхамах-утсем тӑпӑртатни илтӗнчӗ. Эрпӗлехе вут-кӑвар пек ҫивчӗ куҫлӑ улма-чӑпар ут, Купратӑн юратнӑ урхамахӗ Таппир ӗрӗхсе кӗчӗ те, чӗвен тӑрса, кӗҫенсе ячӗ.
Купрат, утне саламланӑн, сылтӑм аллине ҫӗклерӗ. Таппир ун умне чупса пычӗ. Патша, ҫирӗмри ҫамрӑк пек, ун ҫине сиксе ларчӗ те чӗлпӗрне тытрӗ.
Тулта каллех кӗмӗл нӑхра сасси янӑраса кайрӗ. Яриех уҫса пӑрахнӑ тейунран виҫӗ юланут вӗҫтерсе кӗчӗҫ: малта — Таттирек, шӗкӗр-элемҫӗ, ун аллинче — патша ялавӗ: хуп-хура сӑмалапа сӗрсе хуратнӑ вӗрене вулли ҫине ҫирӗплетнӗ кӑн-кӑвак шел-пусма, ун ҫинче — шурӑ арӑслан сӑнӗ, шел-пусма тӑрринче — кашкӑр пуҫӗ, унран та ҫӳлерех — лаша хӳри. Таттирекӗн икӗ енче — икӗ шахтаман, таттиреке сыхлакан маттур нукерсем.
Купрат патша ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ, вӑл, утне хускатса, икӗ чӗркуҫҫийӗпе ӑна ӑмринчен тӗкрӗ. Таппир ҫавраҫил пек тапса сикрӗ, эрпӗлехрен вӗҫтерсе тухрӗ те пуҫтарӑннӑ халӑх умне чарӑнса, чӗвен тӑчӗ, кӗҫенсе ячӗ.
— Ҫунакан ҫӗмренсем! — хушрӗ Купрат. — Пӗтӗм ҫӗршывра тӳпене ҫӗкленччӗр! Ыран каҫпа харҫа тухатпӑр. Ман хыҫҫӑн! — хушрӗ таттиреке.
Купрат, таттирек тата икӗ шахтаман хула варринчи ҫӳллӗ сӑрт ҫинчи патша керменӗ еннелле вӗҫтерчӗҫ. Ун хыҫҫӑн — пин юланутҫӑ, патша теккерӗсем.
Сасартӑк ҫурҫӗртен сивӗ ҫил вӗре пуҫларӗ. Ҫӳлти тӳперен тин ҫеҫ ӑшӑ кулӑпа ҫиҫекен хӗвел пулас хӑрушӑ вӑрҫӑран хӑраса ӳкнӗ пек часрах хура пӗлӗтсем хыҫне кӗрсе пытанма васкарӗ. Хӑшпӗр хӑравҫӑ ҫынсем пек ҫутҫанталӑк, пӗтӗм тӗнче темрен хӑраса таҫта пытанма хатӗрленчӗ пек.
Чӑнласах та хӑрушӑ вӑрҫӑ пуҫланатех пулмалла.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-12-20 23:20:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2590 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем